Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2018 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе республикăри 1000 çамрăк ятарлă стипенди илсе тăрĕ. Палăртма кăмăллă, вĕренỹре, спортра, ĕçре тата ытти тытăмра пултарулăхпа палăрнисем, пысăк çитĕнỹсем тунисем хушшинче пирĕн районти çамрăксем те пур. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех 1830 тенкĕпе танлашакан стипенди илсе тăрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем:
. Елена Юрьевна АФАНАСЬЕВА, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11 А класра вĕренекен;
. Владимир Владимирович МИХЕЕВ, Мăн Этмен шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен;
. Денис Викторович РЕМИЗОВ, Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен;
. Ольга Сергеевна УХЛЕЙКИНА, Атнарти вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен;
. Марина Георгиевна ЧАНГАЙКИНА, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки, Çĕн Атикасси ялĕнчен.
Кăçалхи стипендиатсем хушшинче пирĕн шкулта вĕренекен тата маларах вĕренсе тухнă икĕ çамрăк та пур, эпир те куншăн вĕсемпе савăнатпăр.