Этем хǎй кăмăл-туйăмне тěрлě енлĕ палǎртма пултарать: савăнать, хурланать, тарăхать, кĕвĕçет, çилленет, ачашланать, хăпартланать, пусăрăнать. Çав кăмăлăн нумай енне кăтартма пултаракан жанра эпир юптару тетпěр.
Юптару – прозăлла е сăвăлла çырнă ăса вĕрентекен ытарлă хайлав. Автор унта çынсен ырă енĕсене мухтать, киревсĕр ĕçĕсене сивлет, пурнăçри çитменлĕхсене питлет, тÿнтерлĕхсене пĕтересссишĕн кĕрешме чĕнет.
Чǎваш литературинче те, вырǎссен тěнчипе паллǎ юптаруçи И.А.Крылов пекех, А.Д. Кǎлкан, Н.Е. Евдокимов, Н.В. Ытарай, П. А. Ялкир тата ытти çыравçǎсен ячěсем уççǎнах янǎраççě. Вěсем Тǎван культурǎпа литературǎна илемлě, ǎста çырнǎ хайлавсемпе пуянлатас тесе питě нумай ěçленě.
Халǎхсем хушшинчи чěлхене аталантарас, тǎван чěлхене упраса хǎварас тěлěшпе пуш уйǎхěн 20-мěшěнче районта театр çулталǎкне халалланǎ «Юптару тěнчинче» фестиваль иртрě. Унта пирěн шкултан 6-мěш класра вěренекенсем М.Охтярова,А.Чумакова тата Е.Яковлева хутшǎнчěç, 3 вырǎна тухрěç. (Ертÿçи: О.Р.Иванова). Вěсем Н.Чернов çырнǎ «Шǎнапа нǎрǎ» юптару тǎрǎх илемлě сценка выляса кǎтартрěç, куракансене хǎйсен ролěсемпе тěлěнтерчěç. Вěренекенсем конкурса питě тěплěн хатěрленни палǎрчě: юптару темипе килěшÿллěн тумне, декорацине, кěввине хатěрленě, дикципе интонацие пǎхǎнса тěрěс калаçма хǎнǎхнǎ.
Юптарǎва вěсем шухăша кĕскен те витĕмлĕн каланă çунатлă сăмах çаврăнăшĕсемпе вěçлерěç, пурне те шухǎша ячěç.
Вуланǎ хайлава сцена çинче выляма пултарни театр искусствине юратма, пултарулǎх шайне ÿстерме пулǎшать. «Юптару тěнчинче» пулса курни сǎнарсене тěрлě пулǎмсемпе танлаштарма, лару-тǎрǎва тěрěс ǎнланма, пурнǎçа кирлě пек хаклама вěрентет.
Хамǎрǎн артистсене эпир чунтанах саламлатпǎр, ǎнǎçу сунатпǎр! Малашне те, хальхи пекех, маттур пулǎр, хǎюллǎн малалла утǎр!