«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017»

Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ.

Чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслеме чăвашлăхшăн çунакан тĕрлĕ çын – учительсем, шкул ачисем (пурĕ 25 çын) – шкулти информатика кабинетне  пухăнчĕç.

Чăваш диктантне çыракансене шкулăн вĕрентӳ ĕçне пурнăçласа пыракан Григорьева Р.Ф.  саламларĕ. Вăл диктант хамăр чĕлхемĕрĕн пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне палăртрĕ.

Диктант текстне Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури аслă категориллĕ учителĕ,  ăста поэтесса  Людмила Петровна Николаева вуларĕ. Ачасем тимлĕ итлесе çырчĕç.

Диктантсене чăваш чĕлхи учителĕ Иванова О.Р.  тĕрĕслерĕ.

Результачĕсем:  Пурĕ 25 çын.  Вĕсенчен -22 вĕренекен, 3 вĕрентекен.  12 çын пиллĕк палли илнĕ, 8 çын -«4», 5 çын -«3».