Пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ çул çинче иртет. Аслисем те, ачсем те çула тухаççĕ. Çул çинче хамăра упрас, тĕрлĕ пăтăрмаха е аварие лекес мар тесен вара мĕн тумалла-ха? Шăпах çак пысăк ыйтăва хускатрĕ 6-мĕш класс ертÿçи Ольга Родиславовна Ивагова«Çул тата ачасем» класс сехетĕнче. Калаçу ытларах ыйту-хурав мелĕпе иртрĕ. Чи кирли – çуран пыраканăн та, руль умĕнчи водителĕн те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Ялсенче те юлашки вăхăтра тĕрлĕ транспорт йышлă çÿрет, ачасен шкула килнĕ-кайнă чухне те, ытти чух та сыхă пулмалла. Хулара та пулаççĕ вĕсем. Унта вара пушшех те пăсмасть асăрхануллă пулни.
Светофор çинчи çутăсем мĕне пĕлтернине те, çул çинчи ытти паллăсене те аса илчĕç ачасем. Вĕсем хăйсен йăмăкĕсемпе шăллĕсемшĕн яваплă пулнине те палăртрĕç. Çул çинче, ун хĕрринче вылямалла маррине асăрхаттарчĕç пĕр-пĕрне. Велосипедпа çÿренĕ чухне те тимлĕхе çухатма юраманнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: «Çул тимлĕхе юратать, çул-йĕр правилисене пăхăнни — пурнăçа упраниех».