«2022- Чӑваш Республикинчи паллӑ çынсен çулталӑкӗ» ятпа викторина

Ачасем хушшинче «2022- Чӑваш Республикинчи паллӑ çынсен çулталӑкӗ» ятпа викторина вăйă ирттертĕмĕр. Ку вăйăн тĕллевĕсем — ачасене Чӑваш Республикинчи паллӑ çынсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. Чӑваш Республикинчи паллӑ çынсен кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсепе ребуссем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.