«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» викторина

Çӗнатикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне Иван Яковлевич Яковлева халалласа  5-11 классенче уроксемпе класс сехечĕсем иртрĕç. Ачасем иртекен мероприятисенче активлă хутшăнчĕç. Хăйсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен мĕн пĕлнине пĕр-пĕрне каласа пама тăрăшрĕç.

Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе Çӗнатикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Яковлева Н .И. ертсе пынипе «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» викторина иртрĕ. Викторинăна 5-6 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май параççĕ. Пĕрре пăхсан ыйтусем йывăрах та мар пек, анчах та ачасем чылайччен шухăша кайса ларчĕç.