Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

Пĕлетĕр-и эсир ҫавăн пек ҫĕр-шыва?

         Вăл ĕмĕр аслă, вăл ĕмĕр ҫамрăк

         Унта ĕҫлеме те, савăнма та ăста

         Вăл халăхăн: ҫĕр пин сăмах упранать,

         Ҫĕр пин юрă янăрать,

         Ҫĕр пин тĕрĕ тĕрленет.

Паянхи  ҫак  хаваслă  кун  эпир  ниепле  те  Иван  Яковлевич Яковлева  аса  илмесĕр  пултараймастпăр.      И.Я.Яковлев  нумай  ҫул  каялла  чăваш  ҫемйинче  ҫуралнă. Ҫамрăклах  ашшĕамăшĕсĕр  тăлăха  юлнипе,  унăн  пурнăҫĕ  питĕ  йывăр  пулнă:  ҫĕрле  лаша  кĕтĕвĕн  хуралĕнче  ĕҫленĕ;  хулана  хăяр,  улма,  купăста  сутма  ҫӳренĕ;  лаша  ҫинче  ларса  ҫĕр  сухаланă;  тырпул  тăвас  ĕҫре  те  вăл  нумай  вăй  хуна.  Питĕ  ăслă  ача  пулнипе  8  ҫула  ҫитсен  Ванюка  шкула  вĕренме  янă.  Унта  вăл  лайăх  паллăсемпе  ҫеҫ  вĕреннĕ. Хусанти университетран та «пиллĕк» паллăсемпе ҫеҫ вĕренсе тухнă. Кунта вĕреннĕ чухне вăл хăй пухса пынă укҫипе чăваш ачисем валли чăваш шкулĕ уҫнă. Пĕр сăмахпа каласан, мĕн ĕмĕр тăршшĕпех чăвашлăхшăн тăрăшса, ҫунса пурăннă. Ахальтен мар эпир ăна чăваш халăхне ҫутта кăларакан тесе хаклатпăр. Вăл ҫуралнă куна вара, ака уйăхĕн 25-мĕшне, эпир чăваш чĕлхи кунĕ тесе хаклатпăр.

     Çавăнпа паян ачасем И.Я.Яковлевăн çакăн пек чăвашла калавĕсене сцена çине кăларма пултарчĕç, ăста выляса кăтартрĕç: 

1 класс: Кахалпа юлхав.юрă  «Азамат кĕперĕ».

2 клас: Лаша шырани .юрă-«Пукане «

3 класс: Вăрăм тунасемпе старик.

4 класс: Суеçĕ.

5 класс: Хăравçă Иван.

  6 класс: Эпĕ ӳкĕнни .

7 класс: Уçăлма тухнă шаши

8 класс: Сармантей